Ака уйӑхĕн 26-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхĕн улӑпĕ» мероприяти иртрĕ



И. Я. Яковлев çуралнӑранпа кӑçал 175 çул çитрĕ. Чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн Иван Яковлевич Яковлевăн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те анлă пĕлеççĕ. Вăл 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

И. Я. Яковлев юбилейне халалланӑ мероприятисене Чурачӑкри вӑтам шкулта вĕренекенсем те хастар хутшӑнаççĕ. Ака уйӑхĕн 26-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхĕн улӑпĕ» мероприяти иртрĕ. Ӑна Иванова Н.В. тата Васильева Л.А. библиотека ĕçченĕсем ертсе пычĕç. 10-11 класра вĕренекенсем аслӑ вĕрентекенĕмĕр çинчен документаллӑ фильм пӑхрĕç, унӑн пултаруллӑ ĕçĕсене аса илчĕç, чӑваш халӑхне панӑ халалне вуларĕç. Патриархӑмӑр пултарулӑхне аван пĕлни викторина пĕтĕмлетĕвĕ те кӑтартрĕ. «И. Я. Яковлев – чӑваш халӑхĕн улӑпĕ» викторинӑна хутшӑннӑ ачасенчен 7-шĕ чи пысӑк балл пухса 1-мĕш вырӑна тухма пултарчĕç, дипломсем илчĕç, 2-мĕш вырӑн – 3, 3-мĕш вырӑн – 2 ача çĕнсе илчĕ. Саламлатпӑр! Малашне те çапла маттур пулӑр!

Источник: Андреева М. И.

Фотогалерея